Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Осипова Анна Осиповна

Осипова Анна Осиповна — совет саманин вӗрентекенӗ. Чӑваш АССР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ.

Пурнӑҫӗ

Анна Осипова 1921 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Шупашкар уесӗнчи Тосинкасси ялӗнче (Ҫӗнӗ Шупашкар йышне кӗнӗ) ҫуралнӑ.

1942 ҫулта Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи биологипе хими факультетне вӗренсе пӗтернӗ.

1942—1977 ҫулсенче Шупашкар районӗнчи Явӑшри сакӑр ҫул вӗрентекен шкулта ӗҫленӗ, унта вӑл вӗрентекен, завуч тата шкул директорӗ пулнӑ. 1982—1983 ҫулсенче ҫавӑнтах ачасене ӳкерме вӗрентнӗ.

2002 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнче вилнӗ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (1962)
  • РСФСР шкулӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ (1969)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2026-09-03 23:41:30 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем